Муркаш районӗнчи Шетмӗпуҫ ял тӑрӑхӗнче пурӑнакансем уя тислӗк пырса тӑкнӑшӑн полицие ҫӑхавланӑ. Йӗрке хуралҫисем тӗрӗсленӗ те ҫакна палӑртнӑ: 65 ытла гектара Муркаш районӗн ҫынни 49 ҫуллӑха тара илнӗ, унта «Юрма» агрохолдинг тислӗк пырса тӑкнӑ.
Тара илекен арҫын административлӑ йӗркене пӑснӑ тесе шутлаҫҫӗ, ҫавна май Россельхознадзорӑн специалисчӗсем ҫӗр лаптӑкне тӗрӗслӗҫ.
Аса илтерер: Шупашкар районӗнчи Шорчекасси, Шемшер ялӗсенче пурӑнакансем те тислӗк шӑрши кӗнӗшӗн кӑмӑлсӑрланнӑччӗ.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне палӑртмалли конкурс комиссийӗн пайташӗсене ҫирӗплетнӗ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ.
Аса илтерер, иртнӗ эрнере Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхне Владимир Димитриева Гостехнадзорӑн пуҫлӑхӗ пулма шанчӗҫ. Ҫавна май вӑл администрацинчи ӗҫе пӑрахрӗ. Анчах Шупашкар районӗ епле ӗҫлесе пынине вӑл сӑнаса пыма шантарнӑ. Кун пирки «Тӑван Ен» хаҫатра пӗлтернӗччӗ.
Шупашкар район администрацийӗн пуҫлӑхӗ пулмалли кандидата суйламалли комисси йышне ЧР Патшалӑх Канашӗн Ертӳҫи Альбина Егорова, ЧР Элтеперӗн Администрацийӗн Шалти политика управленийӗн пуҫлӑхӗн ҫумӗ — социаллӑ политика мониторингӗн пайӗн пуҫлӑхӗ Евгений Маскин, ЧР Патшалӑх Канашӗн депутачӗ Константин Степанов, Чӑвашресовпроф ертӳҫи Василий Харитонов кӗнӗ.
Шупашкар районӗн администрацийӗн пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев ӗҫрен кайни пирки сайтра ӗнер пӗлтернӗччӗ. Аса илтерер: вӑл ӗҫрен кайнине урӑх ӗҫе вырнаҫассипе сӑлтавланӑ. 56 ҫулти Владимир Димитриев район администрацийӗнче 2016 ҫултанпа ӗҫленӗ, пуҫлӑх тивӗҫне икӗ ҫула яхӑн пурнӑҫланӑ.
Ӗнер каҫхине влаҫ органӗсен порталӗнче Элтепер тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев алӑ пуснӑ хушу тухнӑ. Унта палӑртнӑ тӑрӑх, Владимир Димитриев Гостехнадзорӑн регионти уйрӑмне ертсе пырӗ.
Сӑмах май, вӑл ку ведомствӑра 2003-2016 ҫулсенчеч ӗҫленӗ. Вӑл ӑна 10 ҫул ертсе пынӑ.
«Атлашевский» ял хуҫалӑх кооперативӗн эмбрион центрӗнче эмбрионсене куҫарса лартнӑ хыҫҫӑн виҫӗ пӑру тата пӗр вӑкӑр ҫут тӗнчене килнӗ. Вӗсем пурте сывӑ.
Эмбрион центрӗ 2019 ҫулхи ҫулла ӗҫлеме пуҫланӑ. Ҫӗнӗ технологисем пулӑшнипе тухӑҫа ӳстерме пулать. Ҫапла майпа пӗр ӗнерен ҫулталӑкра пӗр пӑру кӑна мар, 3-5 пӑру илме пулать.
Палӑртмалла: Раҫҫейре эмбрионсене куҫарса лартакан 10 центр ҫеҫ ӗҫлет. Пӗри – Шупашкар районӗнчи Ҫӗнӗ Тутаркассинче. Лабораторие кивӗ ферма вырӑнӗнче темиҫе уйӑхра ҫӗклесе лартнӑ.
Паян Шупашкар районӗн депутатсен пухӑвӗн плана кӗртмен ларӑвӗ иртнӗ. Унта администраци пуҫлӑхӗ Владимир Димитриев ӗҫрен каяс ыйтӑва пӑхса тухнӑ. Хӑй Владимир Павлович каланӑ тӑрӑх, вӑл урӑх вырӑна ӗҫлеме куҫать.
Аса илтерер: Владимир Димитриев ку тивӗҫе пӗлтӗр ҫу уйӑхӗн 16-мӗшӗнче пурнӑҫласа пыма тытӑннӑ. Унччен, 2016-2018 ҫулсенче, вӑл администраци пуҫлӑхӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫласа пынӑ, мӗншӗн тесен ун чухнехи пуҫлӑх Георгий Егоров тӗлӗшпе следстви пынӑ.
Каласа хӑварар: Владимир Димитриев 1964 ҫулта ҫуралнӑ.
Чӑваш Енӗн сывлӑх сыхлав министрӗ пулса ӗҫленӗ (ЧР Правительствине оставкӑна янӑ хыҫҫӑн министр тивӗҫӗсене пурнӑҫланӑччӗ) Владимир Викторова ӗҫрен кӑларнӑ. Хушӑва Чӑваш Ен Элтеперӗн тивӗҫӗсене вӑхӑтлӑх пурнӑҫлакан Олег Николаев нарӑс уйӑхӗн 10-мӗшӗнче алӑ пуснӑ. Ӗҫлӗ хута республикӑн влаҫ органӗсен официаллӑ порталӗнче вырнаҫтарнӑ. Министр тивӗҫӗсене пурнӑҫлама Владимр Степанова лартнӑ.
Республикӑн сывлӑх сыхлав отрасльне Владимир Николаевич 2017 ҫулхи пуш уйӑхӗнченпе ертсе пынӑччӗ.
Владимир Викторов — Елчӗк районӗнче ҫуралнӑ чӑваш. Вӑл чылай ҫул Шупашкар районӗнчи тӗп пульницӑра стоматологи пайӗн пуҫлӑхӗнче тӑрӑшнӑччӗ. Унтан Шупашкарти хула стоматологийӗн (ун йышне хулари чылай поликлиника кӗрет) тӗп врачӗнче ӗҫленӗччӗ.
«Паян Шупашкар районӗнчи пульницӑри инфекци уйрӑмӗнчен мӗнпур пациента кӑларса ячӗҫ. Ӗнер ҫеҫ вырттарнисене те, сипленсе пӗтменнисене, кӑларчӗҫ. Пульницӑри врачсем ҫакна кунта Китай ҫыннисене вырттарассипе сӑлтавлаҫҫӗ», — ҫакӑн пек хыпарланӑ ҫӗркаҫ, нарӑс уйӑхӗн 5-мӗшӗнче, «Контактра» халӑх ушкӑнӗнчи «Вести района / Чебоксарский район» пабликра.
Пост авторӗ пирӗн ҫынсен, ачасен сывлӑхӗ влаҫа пачах та кӑсӑклантармасть-ши тесе пӑшӑрханнӑ. «Ӑҫта каймалла, ӑҫта сипленмелле???», — тесе ҫырнӑ постра.
Ку хыпара вуланисем те кӑмӑлсӑрланнӑ. Шупашкарта йышӑнманран кунта вырттараҫҫӗ пуль тесе пӗтӗмлетнӗ.
Аса илтерер: Китайран килекенсене РФ санитари врачӗн йышӑнӑвӗпе коронавирусран пурне те ҫирӗп тӗрӗслеҫҫӗ, карантинта 14 кун тытаҫҫӗ.
Шупашкар районӗн администрацийӗ пӗлтернӗ тӑрӑх, Кӳкеҫре тата Ишлейре искусственнӑй сийлӗ футбол уйӗ тума палӑртнӑ. Унта ҫутҫанталӑкӑн кирек хӑш вӑхӑтӗнче те выляма май пулӗ.
Футбол уйӗ 60х100 метр калӑпӑшлӑ пулӗ. Уҫӑ трибуна ҫинче 100 ҫын вырнаҫӗ. Хутса ӑшӑнакан вырӑнта тренер пӳлӗмӗ, хывса тӑхӑнмалли пӳлӗм тата душ пулӗҫ. «Ҫӗнӗ футбол уйӗсем спортӑн ҫак тӗсне пирӗн районта аталантарма ҫӗнӗ хӑват парӗҫ», - тенӗ район администрацийӗн пуҫлӑхӗ.
Сӑмах май, кӑҫал Чӑваш Енре искусственнӑй сийлӗ 10 футбол уйӗ тума палӑртнӑ. Ку тӗллевпе 500 миллион тенкӗ тӑкаклӗҫ.
Красноярск тӑрӑхӗнчи чӑвашсен автономийӗ (ертӳҫи — Геннадий Храмов, экономика наукисен кандидачӗ, Чӑваш Республикин культура тава тивӗҫлӗ ӗҫченӗ) тата унти «Дом кино» (чӑв. Кино ҫурчӗ) «К полярной звезде» фильм кӑтартнӑ. Фильм-портрет операторӗ — «Красноярск» ГТРКра ӗҫлекен Денис Жемчугов.
Юратса та тӗплӗн хатӗрленӗ ҫак ӗҫе чӑваша, Шупашкар районӗнчи Ҫатра Марка ялӗнче ҫуралнӑ, вӑл 8 ҫулта чухне ҫемйи Ҫӗпӗре тухса кайнӑ Владимир Мешков художника халалланӑ.
Пулас художник малтанласа сысна та пӑхнӑ. 15 ҫулта типографие ӗҫе вырнаҫнӑ. Ҫавӑнта наборщик ӗҫне хӑнӑхнӑ. Унта райхаҫат кӑларнӑ май хаҫат валли ӳкерме пуҫланӑ.
Ҫапла вӑл пӗчӗккӗн-пӗчӗккӗн пысӑк художника ҫити ӳснӗ. Тава тивӗҫлӗ тата халӑх художникӗ ятсене тивӗҫнӗ. Унӑн куравне Куба ертӳҫи Фидель Кастро йыхравланипе асӑннӑ ҫав ҫӗршывра та йӗркеленӗ.
Ҫурҫӗр енчи халӑхсем пирӗн ентешӗмӗре юратнӑран кашниех хӑйсен тесе калаҫҫӗ иккен. Ҫакӑ ытахальтен мар пулӗ. Владимир Мешков Ҫурҫӗре капашсӑр юратнӑ.
Чӑваш Енре Йӑлӑма газификацилес ӗҫсем малалла пыраҫҫӗ. Республикӑри тӳре-шара вырӑна тухса ӗҫ пахалӑхне тӗрӗсленӗ. Кун пирки Чӑваш Ен Строительство, архитектура тата ҫурт-йӗрпе коммуналлӑ хуҫалӑх министерстви паян ирпе хыпарлани тӑрӑх пӗлтӗмӗр.
Атӑл леш енне газификацилеме пирӗн республикӑна пӗлтӗрхи юп уйӑхӗнче РФ Стройминӗ ирӗк панӑ. Укҫа-тенке «Газпром» предприятин инвестици программинче пӑхса хӑварнӑ. Йӑлӑма газ ҫитерес ыйтӑва тахҫанах хускататчӗҫ. Пӗлтӗр вара лав вырӑнтан хускалнӑ.
Магистралӗн тӑршшӗ — 52 километр ытла. Ҫав шутра Мари Эл территорийӗпе 21 километр хумалла, Чӑваш Енре — 31 километр ытла. Пурӗ 2472 ҫурта тата 5 котельнӑя «кӑвак ҫулӑм» ҫитӗ.
Объект Мари Элти Звенигово районӗнчи Кокшамар ял тӑрӑхӗн, Шупашкар районӗнчи Вӑрман Ҫӗктер тата Ҫӗньял ял тӑрӑхӗсем тата Шупашкар хулинчи Атӑлҫи территори тӑрӑх иртӗ.
Проектра пӑхнӑ тӑрӑх, Северный, Пролетарский, Первомайский, Сосновка, Октябрьский поселоксене, «Чӑваш Ен» хӑна ҫуртне, «Росинка» кану базине, «Кувшинский» кану ҫуртне, «Заволжье» сад юлташлӑхне газ кӗртмелле.
Шупашкарта ҫывӑх вӑхӑтра (08.05.2025 03:00) тӗтреллӗ ҫанталӑк, атмосфера пусӑмӗ 745 - 747 мм, 7 - 9 градус ӑшӑ пулӗ, ҫил 1-3 м/ҫ хӑвӑртлӑхпа хӗвелтухӑҫ енчен вӗрӗ.
| Юрьев Михаил Иванович, чӑваш сӑвӑҫи, литература критикӗ, журналист, тӑлмач вилнӗ. | ||
| Михаил Нямань, чӑваш журналисчӗ, тӑлмачӗ, Чӑваш АССР тава тивӗҫлӗ культура ӗҫченӗ вилнӗ. | ||
![]() | Пулӑм хуш... |